Антонина Лукина - Çĕмĕрт çеçки тăкăнать (2024)

Музыка

Çĕмĕрт çеçки тăкăнать
Çĕмĕрт йывăç авăнать,
Çеçки вĕçсе тăкăнать.
Шăпчăк кайăк юрламасть,
Саркайăкпа ăмăртмасть!
Каçĕ сивĕ пулчĕ-ши,
Юрри пине çитрĕ-ши?
Çамрăк чунăм хумханать,
Темшĕн чĕрем кулянать.
Савни манран пытанать,
Вăййа тухма вăтанать.
Мана шанми пулчĕ-ши,
Камран сăмах илтрĕ-ши?
Уйăх сапать кĕмĕлне
Пĕрле пулнă сак çине.
Эп пĕчченех ларнине
Кам систерĕ савнине?
Эх, мăнтарăн юрату,
Питĕ вăйлă хăвату!
Çĕмĕрт çеçки тăкăнать,
Çилпе вĕçсе саланать.
Савни килни курăнать,
Çамрăк чунăм лăпланать.
-Эп кĕтнине туйрĕ пуль,
Тунсăхласа çитрĕ пуль!
Савни,мана саватни,
Çĕрĕ илсе паратни?
Çумма пырса ларатни,
Хăв ытамна илетни?
Каçĕ сивĕ пулчĕ-çке,
Сана кĕтсе шăнтăм-çке!
Çĕмĕрт йывăç авăнать,
Çеçки вĕçсе тăкăнать.
Савни мана çупăрлать,
Сивĕ çилрен хупăрлать!
Эх, юрату, юрату,
Ан сÿнейтĕр хăвату!

Пікірлер

    Келесі